Ытларикун каҫхине, чӳкӗн 29-мӗшӗнче, Хырхӗрри культура ҫуртне халӑх лӑк тулли пуҫтарӑнчӗ тесен те йӑнаш пулмасть. Сӑлтавӗ — кӳршӗллӗ Йӗпреҫ районӗнчи Геннадий Степанов ячӗпе хисепленекен ветерансен хорӗ ҫак яла концерт лартма килнинче. Хор тӗрлӗ халӑх юрри-кӗввине шӑрантарчӗ. Концертӑн пӗрремӗш пайӗнче ытларах вырӑс халӑх юррисем пулчӗҫ, иккӗмӗшӗнче — чӑваш халӑх тата чӑваш профессионаллӑ композиторӗсен юррисем. Хӑнасем хорпа ҫеҫ мар, уйрӑмшарӑн та, дуэтпа та, ушкӑнпа та тухрӗҫ сцена ҫине: кӗвӗ хыҫҫӑн кӗвӗ, юрӑ хыҫҫӑн юрӑ янраса ҫеҫ тӑчӗҫ залра. «Русские берёзы», «Я – деревня, я – село», «Хорошенький, молоденький», «Мой муженька работешенька» юрӑсене вырӑсла, «Пур тӑвансем пухӑнсан», «Ытарми анне», «Пӗрле ӱснӗ тантӑшсем», «Ан кулян», «Ах, аттеҫӗм, аттеҫӗм», «Куккук» юрӑсене чӑвашла чуна тивмелле янраттарчӗҫ вӗсем. Уйрӑмах Валерий Антонов тата Валентинапа Ананий Макаров солистсене ӑшшӑн йышӑнчӗҫ хырхӗррисем.
Каласа хӑвармалла: хорӑн илемлӗхпе пултарулӑх ертӱҫи Йӗпреҫ районӗнчи Тӑманлӑ Выҫли ял ҫынни Михаил Владимирович Бархонов.
Комсомольски районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ӗҫлекенсем кӗҫнерникун Йӗпреҫ районӗнчи хӑш-пӗр хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнчисене райадминистрацин ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗ Ильдус Минетуллин ертсе пынипе ҫитнӗ ушкӑн Йӗпреҫ районӗнчи ҫулталӑкра кашни ӗнерен 6,5—8 пин тонна сӗт суса илекен хуҫалӑхсен ӗҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллашнӑ. Тӗслӗх вырӑнне йӗпреҫсем хӑнасене «Асаново» (ертӳҫи Александр Бахтеров), «Слава» (Михаил Буслаев), «Заря» (Владимир Макаров), «Рассвет» (Михаил Афанасьев), «Труд» (Ремис Шарафутдинов) хуҫалӑхсене кӑтартнӑ.
Пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли мероприятие йӗркелени икӗ еншӗн те усӑллине пӗтӗмлетнӗ май малашне те туслӑ ҫыхӑнӑва татмалла маррине палӑртнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Малиновка ялӗнче ҫӗнӗ ферма уҫӑлнӑ. Унти витере 200 пуҫ ӗне усрама пулать.
Унччен ҫав вырӑнта колхозӑн юхӑннӑ ферми пулнӑ. Ҫӗнӗ витене 170 кунра туса пӗтернӗ. Ӑна Комсомольски районӗнчи усламҫӑ Рафис Айсын хута янӑ. Ӑна Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫӗр питӗ килӗшнӗрен вӑл унта ферма уҫнӑ.
Фермӑра ҫынсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тупӑннӑ. Ӗнесене хальхи йышши аппаратпа сӑваҫҫҫӗ. Условисем питӗ лайӑх.
Ку вите – пуҫламӑшӗ кӑна-ха. Проектпа килӗшӳллӗн, унта 400 пуҫ ӗне вырнаҫмалӑх ферма пулмалла. Кун хыҫҫӑн патшалӑх тӑкакӑн 20 процентне тавӑрса парӗ.
Тепӗр вите те хута ярасшӑн фермер. Ӑна 2018 ҫулта ӗҫлеттерме тытӑнасшӑн.
Канаш хулинче ӗнер «Хавхаланса юрлать чӗре» республикӑри конкурсӑн зонӑри тапхӑрӗ иртнӗ.
Юрлакан ушкӑнсем хушшинче йӗркеленӗ ӑмӑртӑва Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн ҫурчӗ 80 ҫул тултарнине тата кӑҫал Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ пулнине халалланӑ.
Канашри Культура ҫуртӗнчи конкурса Канаш, Йӗпреҫ, Тӑвай районӗсенчи тата Канаш хулинчи организацисемпе предприятисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем пуҫтарӑннӑ. Канаш тӑрӑхӗнчисене илсен, унтисен чысне районти культура ӗҫченӗсен халӑх хорӗ тата ветерансен халӑх хорӗ (ушкӑнсен ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Владимир Стеклов) хутшӑннӑ.
Чи лайӑх юрӑҫсене хӑйсен юррисемпе республикӑри конкурса хутшӑнма йыхравлӗҫ. Ӑна чӳк уйӑхӗнче ирттермелле.
Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫре нумай хваттерлӗ ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ патӗнче тилӗ виллине тупнӑ. Вырӑна ветеринари специалисчӗсем ҫитнӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, тилӗ вилли унта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнченех выртнӑ.
Специалистсем контейнер ҫывӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ. Тилӗ виллине перӗннӗ ҫынсене, чӗрчунсене тупман. Унтан вилене республикӑри ветеринари лабораторине илсе кайнӑ. Вӑл урнӑ чирпе чирлени палӑрнӑ.
Ҫакна пула Йӗпреҫ поселокӗнче карантин палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Урнӑ чире тата тупса палӑртмасан карантин икӗ уйӑха тӑсӑлӗ.
Алексей Ефимов 27 ҫулта кӑна. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси шкулӗнче директорта ӗҫлет. Вӑл – республикӑри чи ҫамрӑк шкул директорӗ.
Алексей ӗҫлеме тытӑннӑранпа шкулта ҫӗнӗлӗхсем кӗнӗ. Халӗ ачасем кашни ире хускануран пуҫлаҫҫӗ. Вӗсемпе пӗрле вӗрентекенсем те ӳт-пӗве пиҫӗхтереҫҫӗ. Тӑхтавсенче вара теннисла выляҫҫӗ. Ку та – Алексейӑн шухӑшӗ. Теннисла вылямашкӑн черет тӑраҫҫӗ.
Алексей пӗчӗк чухнех вӗрентекен пулма ӗмӗтленнӗ. Шкул хыҫҫӑн вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна вӗренме кӗнӗ. Алексее ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен шкула 1977 ҫултах хута янӑ. Халӗ унта юсав ӗҫӗсем ирттермелле. Малтанах стендсене ҫӗнетнӗ, гардероба илем кӗртнӗ. Халӗ спортзала юсаҫҫӗ.
Унччен Алексей ҫак шкултах директор ҫумӗнче ӗҫленӗ. Вӑл эрех ӗҫмест, пирус туртмасть. Ҫапла вӑл ачасене тӗслӗх кӑтартать.
Шкулта 4 ялти 60 ача вӗренет, вӗсемпе 16 педагог ӗҫлет. Пурте тенӗ пекех хӗрарӑмсем вӑй хураҫҫӗ. Чылайӑшӗ директортан самай аслӑ. Вӗсем Алексей Владимировича ӑшшӑн йышӑннӑ.
Йӗпреҫ районӗнче вӗрентекене халалласа палӑк лартасшӑн. Ӑна тепӗр ҫул вырнаҫтарасшӑн. 3 эскиз хатӗрленӗ ӗнтӗ. Скульптор хӑшне суйлӗ — ҫавна вырнаҫтарӗҫ. Хальлӗхе ӑна тупайман-ха.
Палӑка 1-мӗш шкул умӗнче лартасшӑн. Унти ӗҫченсен шухӑшӗпе, вӑл хӗрарӑм пулмалла. Аллине кӗнеке тата глобус тытмалла. Мӗншӗн хӗрарӑм? Мӗншӗн тесен хальхи шкул унӑн хулпуҫҫи ҫине тиеннӗ.
Кунашкал монумент вырнаҫтарас шухӑш пӗлтӗрех ҫуралнӑ. 2015 ҫулхи юпан 3-мӗшӗнче, шкул 90 ҫул тултарнӑ чухне, пулас палӑк вырӑнне кирпӗч хунӑ.
Скульптора ҫитес вӑхӑтра тупасшӑн. Анчах вӑл мӗн чухлӗ укҫа ыйтӗ? Хыснара укҫа ҫук. Кӗмӗле шкултан вӗренсе тухнисем пухаҫҫӗ. Хальлӗхе 78 пин тенкӗ пур. Анчах вӑл ҫитмест-ха.
Ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ те кӗр енне пушшех те ун кӑмӑлне пӗлсе ҫитерме йывӑр. Республикӑри хӑш-пӗр хуҫалӑхра халӗ ҫӗрулми кӑлараҫҫӗ. Ҫанталӑк ҫумӑрлӑрах тӑнине кура копалкӑпа та кӑлараҫҫӗ, ҫавна май пуҫтарма ҫынсене илсе тухаҫҫӗ. Хальлӗхе мӗнпур лаптӑкӑн ҫуррине кӑна кӑларма ӗлкӗрнӗ-ха. Хирте 47 комбайнпа 73 копалка ӗҫлет.
Красноармейски районӗнче вӑрлӑхшӑн ӳстернӗ куккуруса вырса тӗшӗлеме тухнӑ. Ҫак культурӑна ытти ҫӗрте те, сӑмахран, Вӑрнар, Шупашкар районӗсенче, акса хӑварнисем пур.
Кӗрхисене акасси те малалла пырать. Иртнӗ уйӑхӑн 30-мӗшӗ тӗлне палӑртнин 93,9 процентне ҫӗннӗ. Планпа пӑхнине Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк районӗсенче пӗтернӗ.
Статистика органӗсем Чӑваш Енре пурӑнакансем епле пурӑннине ҫырма тухӗҫ. Ку ӗҫпе вӗсем ҫитес уйӑхра ҫине тӑрӗҫ.
Халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене пур енлӗн сӑнас тӗллевлӗ специалистсем 540 ҫемье пурнӑҫӗпе кӑсӑкланӗҫ. Вӗсенчен 297-шӗ хуларисем тесе пӗлтереҫҫӗ, 243-шӗ — ялтисем.
Ҫырса ҫӳремелли хуҫалӑхсене Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле тата Куславкка хулисенче, районсенчен Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ялӗнче, Вӑрнар районӗнчи Шинерте, Йӗпреҫ районӗнчи Шӑрттанта, Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шелттӗмре, Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратра, Муркаш районӗнчи Кашмашра, Вӑрмар районӗнчи Ҫиҫтӗпере, Шупашкар районӗнчи Чаканарта, Етӗрне районӗнчи Эмеккассинче палӑртса хунӑ. Камӑн пурнӑҫ условийӗ еплине ҫынсем каланӑ тӑрӑх ҫырса хурӗҫ.
Республикӑри хуҫалӑхсенче ӗнерхи куна тӗштырӑна тата пӑрҫа йышши культурӑсене мӗнпур вырма лаптӑкӗн 99,5 проценчӗ ҫинчен пухса кӗртнӗ. 13 районта ку ӗҫе вӗҫленӗ. Кашни гектар пуҫне тухӑҫ вӑтамран 22,5 центнера ларать. Пысӑк тухӑҫпа Елчӗк (28,0 ц/га) тата Вӑрнар (27,7 ц/га) районӗсем мухтанма пултараҫҫӗ.
Ҫӗрулми кӑларассипе тата пахча-ҫимӗҫ пуҫтарса илессипе те хуҫалӑхсем малалла тимлеҫҫӗ.
Хальхи вӑхӑтри яваплӑ тепӗр ӗҫ — кӗр аки. Ӗнерхи куна кӗрхисене 87 пин гектар акнӑ, унсӑр пуҫне ҫу туса илмелли культурӑсем 0,8 пин гектар йышӑнаҫҫӗ. Кӗрхисене акассипе планпа пӑхнине Элӗк (100,3% акнӑ), Йӗпреҫ (100,1%), Хӗрлӗ Чутай (100,0%), Муркаш (101,8%), Пӑрачкав (100,0%), Ҫӗмӗрле (128,2%) тата Елчӗк (100,0%) районӗсенче пурнӑҫланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |